Ăш [ăшчик, чĕре, чун] çунать [хыпать] 1. душа [сердце] болит у кого, чья; син.: чун [чĕре] ыратать, чун тулашать, ăшчик вăр-вăр çаврăнать; 2. испытывает сильную жажду кто.
I. Кулине инке çав Ăшĕ çуннипе, Ылханса выртать вăрçа Пĕтĕм чунĕпе. П. Хусанкай. Эпĕ киле таврăнтăм. Паллах, çĕрĕпе куç хупмарăм. Ăшчик çунса тухать. А. Лазарева. — Тĕрĕссипе каласан, аппа, чун çунать, — Тимахви макăрса ярас пек хурлăхлă каласа хучĕ. М. Ухсай. Ахаль те тӳсме çук хуйхăракан, ăшĕ хыпса тухакан çынна тата ытларах пăлхатса яма пултарăн çеç. Л. Агаков. Миккул шкул еннелле пăхасшăн мар: ача-пăча чупкаланине курсан, ун чĕри вутпах çунма тытăнать-çке-ха. В. Ухли. 2. Пусă шывĕ куç пек тăрă, Витре тĕпĕ курăнать. Кунĕ пулчĕ питĕ шăрăх, Сивĕ шывшăн чун çунать. Н. Евстафьев. Тарпала тусан пĕр хутăш Тек юхать, тумлать питрен. Çулăм хыпнă пек çунать ăш, Шыв ыйтать самантсерен. А. Алка. Ăш хыпнипе пӳлĕнсе çитнĕ Лариван çаплах-ха ĕне хыççăн чупнă. С. Аслан.
Çавăн пекех пăхăр:
ăхисем ăхусамăр ăш ăш çăвĕ « Ăш çунать » ăш çунни ăш çунтармĕш ăш çурăлни ăш анни ăш вăркани